Чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне тӗпчес, аталантарас та упраса хӑварас, ачасен пултарулӑхне ҫӳллӗ шая ҫӗклес, патриотизм туйӑмне вӑйлатас тата культура хутшӑнӑвӗсене йӗркелес тӗллевпе чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче республикӑн Вӗрентӳ институтӗнче «Янра, чӑваш сӑмахӗ» конкурс-фестиваль иртнӗ. Фестивале республикӑри чӑваш тата вырӑс шкулӗсенчи 3-6 классенче вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Фестивальте пурӗ 192 номер пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӑватӑ номинацире палӑртнӑ: «Чи лайӑх сӑвӑ калакан», «Чи лайӑх юрлакан», «Чи лайӑх ташлакан», «Чи лайӑх сценка».
Ҫак фестивале Вӑрнарти 1-мӗш вӑтам шкул та хутшӑннӑ. 4-мӗш «а» класра вӗренекен Дарья Данилова «Вӑйӑра» ташӑпа, 6-мӗш «а» класри Ксения Клочкова В. Тимаков ҫырнӑ, В.Салихова кӗвӗленӗ «Кушак» юрӑпа кайнӑ.
«Чи лайӑх юрлакан» номинацире Ксения Клочкова 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Фестивале Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Вӑрмар, Куславкка, Йӗпреҫ, Канаш, Ҫерпӳ, Муркаш, Елчӗк, Тӑвай, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчен килсе ҫитнӗ. Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенчи шкул ачисем те хастар пулнӑ.
Элӗкри муниципалитет архивӗ кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхра хӑйӗн ӗҫне тишкернӗ.
Архивра тӑрӑшакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, унтан Чӑваш патшалӑх архивне вырӑнти фондӑн вӗренӳ, культура пайӗсен, кинофикаци, ҫӗрпе ял хуҫалӑх управленийӗн, 1935–1992 ҫулсенчи Элӗк район сучӗн тата халӑх депутачӗсен Канашӗн ӗҫтӑвкомӗн финанс уйрӑмӗн 888 ӗҫне панӑ.
«Пирӗн тӗллев — халӑхӑн пуян историйӗпе культура еткерлӗхне упраса хӑварасси», — тенӗ май архив ӗҫченӗсем ӗҫ хучӗсене пӑхсах тӑнине пӗлтереҫҫӗ.
Этмен, Мӑн Вылӑ, Ехремкасси, Йӑлкӑш, Шӗмшеш, Урпаш, Ҫулавӑҫ, Юлӑш ял совечӗсен тата ял администрацийӗсен, ҫавӑн пекех районти финанс пайӗпе Элӗкри тӗп пульницӑн 2444 ӗҫне картун курупкасене пуҫтарса хунине те пӗлтереҫҫӗ.
Элӗкри муниципалитет архивӗ кӑҫалхи 9 уйӑхра Тенипе Крымсарайка ял тӑрӑхӗсен 237 ӗҫне тата «Звезда» хуҫалӑхӑн 302 ӗҫне упрама илнӗ. Юнтапа, Крымсарайка ял тӑрӑхӗсен тата «Пурнӑҫ ҫулӗпе» район хаҫачӗн ӗҫӗсен номенклатурине тума килӗшӳ тунӑ.
Кулленхи ҫавӑн йышши ӗҫ-хӗлпе пӗрлех Элӗк шкулӗнче 4 «б» класра вӗренекенсемпе архивра экскурси ирттернӗ. Ачасене районти архив историйӗпе, «Манӑн культура учрежденийӗ - историпе хальхи» сӑн ӳкерчӗксен куравӗпе паллаштарнӑ.
Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Элӗк районӗнче чипер пикене суйласси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. «Элӗк пики-2015» районти конкурс тӗллевӗ — пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртасси, чӑваш халӑхӗн культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварасси, ҫамрӑксен хушшинчи социаллӑ тата культура ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелесси тесе пӗлтернӗччӗ ун пирки вырӑнтисем.
Паян район администрацийӗн сайтӗнче ҫентерӳҫӗ камне хыпарланӑ.
Район шайӗнчи илемлӗх конкурсӗнче Мӑн Вылӑри Инесса Шашкина ҫӗнтернӗ.
«Ал ӑсти пике» Тавӑтри Надежда Соколова тивӗҫнӗ, «Ҫепӗҫлӗх пике» — Ураскилтри Алевтина Степанова, «Сӑпайлӑх пике» — Ехремкассинчи Эвелина Ефремова, «Илем пике» — Утаркассинчи Лина Степанова, «Пултарулӑх пике» — Юнтапари Анастасия Порфирьева, «Куракансем кӑмалланӑ пике» — Тавӑтри Екатерина Филимонова.
Сӑнсем (12)
Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкар хулинчи Трактор тӑвакансен культура керменӗнче шкул ачисемпе вӗрентекенсен «Шкул шӑпчӑкӗ» республика конкурсӗ иртнӗ. Конкурса йӗркелекенсем шутӗнче Чӑваш наци конгресӗпе Чӑваш Республикинчи учительсен ассоциацийӗн чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен секцийӗ те пулнӑ.
Чӑваш халӑх юррисене юрлакансен ӑмӑртӑвне Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Куславкка, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски, Муркаш, Елчӗк районӗсенчен, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар тата шкул Ҫӗpпӳ хулисенчен ачасен 11 фольклор ушкӑнӗ, 28 солист, учительсен 6 фольклор ушкӑнӗпе 9 солист хутшӑннӑ.
Солистсемпе фольклор ушкӑнӗсем чӑваш халӑхӗн хӑна, салтак, вӑйӑ, ӗҫ, лирика юррисене шӑрантарнӑ. Уяв каҫӗнче сюжетлӑ вӑйӑсемпе юрӑсем, такмаксемпе ташӑсем пӗp-пӗринпе ылмашса пынӑ.
Паян Элӗк районӗнче чипер Элӗк пикине суйлаҫҫӗ. «Элӗк пики-2015» районти конкурс район центрӗнчи тӗп клуб тытӑмӗнче 19 сехетре пуҫланмалла.
Ку конкурс тӗллевӗ пирки пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртасси, чӑваш халӑхӗн культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварасси, ҫамрӑксен хушшинчи социаллӑ тата культура ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелесси тесе пӗлтереҫҫӗ.
Район шайӗнчи илемлӗх конкурсне театрализациленӗ кӑтарту евӗр ирттерӗҫ. Конкурс номерӗсем художество пултарулӑх коллективӗсен юрри-ташшипе хутӑшса каймалла.
Хӗрсен вара хӑйсемпе паллаштармалла. Ҫакна вӗсен тӑван чӗлхепе тумалла. Ӑс-тӑн конкурсӗ те пулӗ. Пултарулӑх конкурсӗнче юрласа, хитре вуласа тата ташласа кӑтартмалла. Музыка инструменчӗпе каланине те, чӑваш апат-ҫимӗҫне епле пӗҫернине те, чӑваш стильне мӗнле пӑхӑннине те хаклӗҫ.
Элӗк районӗнчи Тенири пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта вӗрентекенсем Чӑваш патшалӑх академи драма театрне И.С. Максимов-Кошкинский ҫырнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле кайса курнӑ. Кун пирки вырӑнти район хаҫатӗнчех ҫырса кӑтартнӑ.
«Малтан спектакль «К.В. Иванов» ятлӑ пулнӑ. «Нарспи» поэмӑри юмӑҫ Сетнер амӑшне ывӑлӗ пирки: «Панӑ ӑна пӳлӗхҫӗ вӗри юнпа ҫемҫе чун. Пӳрнӗ ӑна пӳлӗхҫӗ кӗске ӗмӗр, йывӑр кун», — тесе каланӑ. Ҫакӑн тӑрӑх панӑ та ӗнтӗ ҫӗнӗ спектакль ятне», — ӑнлантарнӑ районти хаҫатҫӑсем.
Аса илтеретпӗр, «Вӗри чунлӑ ҫемҫе чуна» театрӑн тӗп режиссерӗ, СССР халӑх артисчӗ В.Н. Яковлев лартнӑ.
Унта «Нарспи» поэмӑн авторӗн сӑнарне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов калӑплать.
Спектакльти ӗҫсем 1906–1912-мӗш ҫулсенче Чӗмпӗр хулинче тата Слакпуҫ ялӗнче пулса иртеҫҫӗ.
Ҫул-йӗр инфратытӑмне аталантармалли хушма мерӑсем ҫинчен калакан республика шайӗнче пӗлтӗр йышӑннӑ указа пурнӑҫласа кӑҫал Элӗк районӗнчи 6 ялти урамсенчи ҫула хытарма пӑхнӑ.
Ҫӗнӗ объектсен тӑршшӗ — ултӑ ҫухрӑма яхӑн. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама федераци хыснинчен 15,6 миллион тенкӗ, республика хыснинчен 7,5 миллион тенкӗ, вырӑнти хыснаран 396 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Шуркасси Юнтапа, Анаткас Сурӑм, Хитекушкӑнь, Урмай ялӗсенче ку ӗсе пурнӑҫланӑ та ӗнтӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Кукашни – Юрьевка – Пӗчченхыр» автоҫула та икӗ ҫухрӑма яхӑн хытарнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Енӗш ялӗнчи Тӗп урамри ҫула та ҫирӗплетнӗ. Хыснаран 5,73 млн тенкӗ уйӑрнӑ.
Канаш районӗнче вара Алексей Макаров ятлӑ фермер никама та шанса-кӗтсе ларман: Уҫырмари К. Маркс урамӗнчи 850 метр ҫула чул сарнӑ.
«Агропрмышленность комплексӗнче машина-трактор паркне тӑтӑшах ҫӗнетсе пыма май ҫук. Ҫавна май пур пеккипе кирлӗ пек усӑ курма тӑрӑшмалла», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Элӗк районӗнче. Техника ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑр тесе ӗҫрен пушаннӑ техникӑна хӗл каҫарма лартассине тӗрӗслессипе районта смотр-конкурс иртнӗ.
«Алмаз», «Новый путь», «Правда» хуҫалӑхсенче хӑш-пӗр техникӑна ангарсене лартнӑ, прицеплисене бетонланӑ вырӑнсене вырнаҫтарнӑ.
Сморт-конкурс кӑтартӑвӗсем тӑрӑх «Алмаз», Ульянов ячӗллӗ, «Правда», «Новый путь», «Авангард» хуҫалӑхсенче техникӑна упрама лартассине лайӑхрах йӗркелени палӑрнӑ. Техникӑна чи лайӑх упранине, пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетнине, техника юсавлӑхӗн шайне ӳстерессине шута илсе сморт-конкурсра «Алмаз» общество пӗрремӗш вырӑн панӑ, Ульянов ячӗллӗ хуҫалӑх иккӗмӗш, «Авангард» хуҫалӑх виҫҫӗмӗш вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, 2016 ҫулта Республика кунне Элӗк районӗнче паллӑ тӑвӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Республика кунне Шупашкарта тата пӗр районта ирттереҫҫӗ. Ҫитес ҫулхи уява паллӑ тума Элӗк районӗ тивӗҫнӗ.
Михаил Игнатьев Элӗк районӗ хӑнасене йышӑнма хатӗррине ҫирӗппӗн пӗлтернӗ. Ҫавна май ЧР Министрсен Кабинетне вӑл мероприятисен планне хатӗрлеме, ӑна ҫирӗплетме хушнӑ.
Вырӑнти хӑйтытӑмлӑхсене Элтепер чӑвашсен наци уявне «Акатуя» тата культурӑпа спорт мероприятийӗсене йӗркелеме сӗннӗ.
Аса илтерер: Республика кунне ирттермешкӗн районсене конкурс ирттерсе суйлаҫҫӗ. Ҫак хисеплӗ уява ирттерме тивӗҫнисене ЧР Элтеперӗн грантне те параҫҫӗ. Ӑна ялсенчи инфратытӑма аталантарас ҫӗре яраҫҫӗ. Михаил Игнатьев 2013 ҫулта алӑ пуснӑ Хушупа килӗшӳллӗн, грант 10 миллион тенкӗпе танлашать.
Юпа уйӑхӗнче патшалӑх статистикин Федераци служби халӑхӑн 2 процентне суйласа «Социаллӑ демографилле тӗрӗслев» (халӑх микроҫыравӗ) статистика тишкерӗвне ирттерет. Чӑваш Республикинче халӑхран сведени пуҫтарас ӗҫе 60 ҫынна явӑҫтарнӑ. Элӗк районӗнче ку енӗпе 1 ҫын ӗҫленӗ. Вӑл Йӑлкӑш тӑрӑхӗнчи Исванкӑ, Тимӗрҫкасси, Пӗчӗк Элӗк ялӗсенче микроҫырав ирттернӗ.
Элӗк районӗнче ыйтӑм вӗҫленнӗ. Ятарласа ҫирӗплетнӗ ҫын 162 уйрӑм хуҫалӑхра пулнӑ. Вӑл йыша яланах пурӑнакан ҫынсем тата вӑхӑтлӑха аякка тухса кайнисем кӗреҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ статистсем. Микроҫырав ыйтӑвӗсен хуравӗсене илнӗ, вӗсене электрон ыйтӑм хучӗсем ҫине кӗртнӗ.
Ҫырав вӑхӑтӗнче 135 кил хуҫалӑхра пурӑнакан 366 ҫынна ҫырса хунӑ. 27 килте никам та пурӑнмасть.
Микроҫырав программипе пӗтӗмӗшле кӑтартусем 2016–2017 ҫулӑн 4-мӗш кварталӗнче паллӑ пулӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |